Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Яковлев Валерий Николаевич

Яковлев Валерий Николаевич — чӑваш режиссёрӗ, актёрӗ. 1939 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра ҫуралнӑ.

Яковлева Нина Михайловнӑн упӑшки.

Пурнӑҫӗ

А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1961 ҫулта актер факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1967 ҫулта — режиссёр факультетӗнчен. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрне вырнаҫнӑ. 1967–79 ҫулсенче режиссёр-постановщик, 1979–1990 ҫулсенче — тӗп режиссӗр вырӑнӗсене йышӑннӑ.

1990 ҫултанпа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӳнер ертӳҫи пулса ӗҫлет.

Пултарулӑхӗ

Борис Чиндыковӑн «Ҫатан карти ҫинчи хура ҫырла» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль 1990 ҫулта пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗнче, 1991 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗнче, 1992 ҫулта Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Федерация – 92» фестивальте пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнса ҫӗнтернӗ. Ытти ҫулсенче те вӑл лартнӑ постановкӑсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Пурӗ 100 яхӑн спектакль вӑл лартнӑ.

Валерий Николаевич режиссёр пек кӑна мар, актёр пек те палӑрнӑ. Вӑл вылянӑ сӑнарсем: Леонардо — Ф.Г.Лоркин «Юнлӑ туйӗнче», халиф Джафар аль Муктадир — И.Петровӑн «Телейпе Илемӗнче», Павлин — М.Горькийӗн «Варварынче», Иван — Н.Айзманӑн «Кай, кай Иванара», Аслӑ Кнеҫ — Н.Сидоровӑн «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗнче» тата ыттисем.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-11-13 20:07:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4462 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем